Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иванов Иван Константинович

Иванов Иван Константинович — чӑваш журналисчӗ. 1930 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпелте ҫуралнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Иван Иванова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, медальсемпе, СССР тата РСФСР Культура министерствисен, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп Хучӗсемпе наградӑланӑ.

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ.

Ялти шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри техникума вӗренме кӗнӗ. 1952 ҫулта техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпелти вулавӑш заведующиӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, 33 ҫул унта вӑй хунӑ. 1987–1992 ҫулсенче Хурӑнсур Ҫармӑсри клуб заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1992–1994 ҫулсенче Иван Константинович Ҫӗрпелти культура ҫурчӗн директорӗнче вӑй хунӑ.

И.К.Иванов обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑ. 1955–1957 ҫулсенче Ҫӗрпелти Ленин ячӗллӗ колхозри комсомол организацине ерсе пынӑ, 1963–1964 ҫулсенче «Янгорчино» колхозри партии организацийӗн секретарӗ пулнӑ. Иван Константиновича 1959–1987 ҫулсенче вунӑ хутчен Ҫӗрпел ял совет депутатне суйланӑ.

Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ.

Пултарулӑхӗ

50 ҫул ытла районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн активлӑ корреспонденчӗ пулнӑ.

1992 ҫулта чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, юптаруҫи, фельетонисчӗ Ҫӗпритун Шӑпчӑк ҫуралнӑранпа 104 ҫул тултарнӑ ятпа Петӗр Ялгирпа пӗрле «Кулӑш кустӑрми» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫшӗн вӑл Чӑваш республикин Хисеплӗ краевечӗ ята тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-11-11 12:11:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6121 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем